Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсене, ҫав шутра ӳссе ҫитменнисене те, йӑлтах аша ярса пӗтернӗ, чӗпписене ҫине тӑрсах йӳнӗпе сутнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществинчи лару-тӑру пирки хапрӑкра директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Евгений Петров ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ. «Справедливая Россия» хаҫата вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, бройлер производстви чарӑнса ларнин тӗп сӑлтавӗ — патшалӑх ведомствисем предприятин расчет счетне инкассаци енчен чару хуни. «Чӑх-чӗпе апатлантарма май ҫуккине кура пирӗн ӑна кӑлпасси тума яма тиврӗ», — тенӗ вӑл.
Ҫав ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хапрӑкӑн менеджменчӗ акционер обществин хуҫисенчен: Чӑваш Ен правительствинчен тата РФ Патшалӑх Думин депутатӗнчен Александр Четвериковран — пулӑшма ыйтнӑ. Анчах никам та пулӑшман имӗш.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче Уй-хир кунӗ ирттернӗ чух сухаҫӑсен конкурсӗсене те йӗркеленӗ. Унта тупӑшнисен ӗҫ кӑтартӑвне тишкернӗ тӑрӑх чи пултаруллӑ та маттур сухаҫӑсем Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнни палӑрнӑ. Ку вӑл, паллах, ытти тӑрӑхра тӑрӑшуллисем ҫуккине пӗлтермест. Сӑмахӗ конкурсҫӑсем пирки ҫеҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫ районӗнчи В.О. Корниловӑн фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов ҫӗнсе илнӗ. Хушамачӗ те, ячӗпе ашшӗ ячӗ те пӗр килнӗрен фермер хӑех руль умне ларман-ши ыйту ҫуралать. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи «Сатурн» кооперативри Владимир Кукурузов. Вӗсем пурте йӗркеллӗ сухаланипе, агротехника йӗркине пӑхӑннипе палӑрнӑ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ.
Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ.
Сиссе те юлаймӑпӑр — пахча-ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртмелли тапхӑр пуҫланӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Мӗнле кӑтартусем патне талпӑнаҫҫӗ уй-хирте тӑрӑшакансем?
Кӑҫал аграри 580 пин тонна ытла тырӑ пухса кӗртме палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 4 процент ытларах. Кӑҫал тырӑ нумайрах та акнӑ.
Ҫӗрулмине вара фермерсемпе харпӑр хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем сахалрах лартнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви тухӑҫлӑх ҫавӑн чухлех пуласса шанать. Кӑҫал пер гектартан 210 центнер пухма палӑртнӑ.
Аграри сӗт суса илессине те ӳстерме палӑртнӑ. Аш-какай туса илесси вара ҫав шайрах юлӗ. Сӑлтавӗ — «Чӑвашбройлер» тата «Акашево» сахалрах тупӑш тунинче.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» техника куравӗ вӗҫленнӗ. Ҫулсерен иртекен канашлура ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӗнӗ ял хуҫалӑх техникипе паллашма май пулнӑ.
Курава 6 регионти 29 пысӑк поставщик килнӗ. Ку вӗсене ҫӗнӗ техникӑна аграрие кӑтартма май парать. «Ростсельмаш» компанин композицийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Чӑваш Енри официаллӑ дилер компанийӗ курава 10 техника ытла илсе килнӗ.
Тыр-пул пуҫтармалли тата тракторсем импорта улӑштараҫҫӗ. Техника паркӗ ҫулсерен ҫӗнелет. Хӑш-пӗр техника куравра тӳрех хуҫине тупнӑ.
Акӑ «Воддорстройӑн» «Ростсельмашӑн» 6 комбайнӗ пур. Тыр-пул таса тухать, нӳррине те ҫапать.
ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев аграрисене Европа санкцисем йышӑннипе усӑ курса юлма сӗннӗ. Санкцисем ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗччен пулӗҫ. Унччен аграрисен вырӑнти продукцие Раҫҫейӗпе кӑна мар, ытти ҫӗршыва та ӑсатма тӑрӑшмалла. Ку вӗсене ытларах аталанма май туса парать.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх ҫурӑ тӑсӑлӗ. Ҫырав пур регионта та иртӗ. Ҫапла майпа пирӗн ял хуҫалӑхӗ мӗнле шайра пулнине палӑртӗҫ.
Ҫырава харпӑр ҫынсене, ҫӗр арендаторӗсене хутшӑнтарӗҫ. Ҫыравҫӑсене ҫӗр лаптӑкӗ, унпа мӗнле усӑ курни, выльӑх, кайӑк-кӗшӗк шучӗ, ял хуҫалӑх продукцине мӗн чухлӗ туса илни кӑсӑклантарӗ. 2006 ҫулхипе танлаштарсан, кӑҫалхи ҫырава ҫӗнӗ ыйтусем кӗртнӗ. Ҫыравҫӑсене кредит илнипе илменни те интереслентерӗ.
Ҫырав вӑхӑтӗнче илнӗ сведенисем конфедициаллӑ пулӗҫ. Вӗсене никама та пӗлтермӗҫ. Ҫыравҫӑсене Росстатӑн символикине ӳкернӗ ҫурӑм ӑшши, кепке, портфель тӑрӑх пӗлме май пур. Паспорт ыйтма та пулать.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» ял хуҫалӑх комплексӗ ҫумӗнче доярсен тата выльӑх-чӗрлӗхе искуственнӑй майпа пӗтӗлентерекенсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Мероприятие пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳнӗ. Вӗсем конкурсҫӑсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчен «Ҫӑкалӑх» ансамбль те килнӗ унта. Вӗсем концерт программипе ҫитнӗ.
Ансамбль ертӳҫи — В.Андреева. Вӑл пурне те Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ячӗпе саламланӑ. Ушкӑн вырӑс тата чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Чикан ташши пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ. Концерт пурне те килӗшнӗ.
Тӑвай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн пӗр ӗҫтешӗ каллех ҫапӑҫнипе суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем вӗҫне ҫитернӗ.
44 ҫулти арҫын халӑх тарҫи шутланнисӗр пуҫне фермер хуҫалӑхне ертсе пырать. Тар тӑкса вӑй хунипе пӗрлех ҫав этем арӑмне тытса «юсама» та вӑхӑт тупать.
Ака уйӑхӗнчи пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл мӑшӑрӗ трактор сутма шут тытнишӗн тарӑхса кайнӑ. Ҫак техника малтан арҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, кайран ӑна мӑшӑрӗ ҫине куҫарнӑ. Трактор пирки хирӗлнӗ май арҫын хӗрарӑма малтан ҫӳҫрен ярса илнӗ, кайран хулпуҫҫине тата ал лаппине ыраттарнӑ. Ҫапӑҫакан арҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.
Маларах арҫынна арӑмӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн виҫӗ хутчен пуҫиле майпа айӑпланӑ: 2013 тата 2014 ҫулсенче ӑна штрафланӑ тата ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, 2014 ҫулта — хӑй тӗллӗн хӑтланнишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри чылай регион хӑмла ӳстерессипе ӗҫленӗ. Анчах ку ӗҫ майӗпен пӑчланса юлнӑ. Халӗ ку енӗпе ӗҫлекен сахал. Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ — Чӑваш Енрен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Евгений Громыко ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта сӑра вӗретес ыйтусене хускатнӑ.
Раҫҫейре туса илнӗ хӑмлана ют ҫӗршывран кӳрсе килнисем хӗссех пыраҫҫӗ. Ятарлӑ техника тӗлӗшпе те ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ.
Канашлура Чӑваш Енре 2020 ҫул тӗлне хӑмла туса илессине 500 тонна таран ҫитересси пирки калаҫнӑ.
Хӑш-пӗр ялта юлашки вӑхӑтра ӗне-выльӑх кӑна мар, хур-кӑвакал тытакан та сахалланчӗ. «Кил картине варалаҫҫӗ, ҫӑмартине лавккаран та туянма пулать», — тесе хамӑн кӳршӗмсем те темиҫе ҫул каяллах ӗнтӗ чӑх-чӗп усрама пӑрахрӗҫ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшешре унчченхиллех «пӗве хур-кӑвакалпа тулать, яра куна килти кайӑк-кӗшӗк сасси йӗри-тавралла саланать». Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хур-кӑвакал йышлӑ усранине асӑннӑ районти хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. «Пӗрисем ҫуркунне ҫитсенех сутӑн илсе ӳстереҫҫӗ пулсан, теприсем ҫулталӑкӗпех тытаҫҫӗ», — асӑрханӑ район хаҫачӗн ӗҫченӗсем.
Шӗмшешри Владимир Трофимов хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫулах хур усраҫҫӗ иккен, чӗпписене те килте кӑлараҫҫӗ. Сурӑмпуҫ шӗмшешсем вара инди кӑвакалӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Геннадий Афанасьевӑн, Сергей Кирилловӑн, Анатолий Афанасьевӑн, Лазер Тихоновӑн, Валентина Орендееван, Иван Павловӑн хуҫалӑхӗсенче те чӗп кӑлараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |